5952 | Авалхи йӑлана ан пӑрахӑр, ҫӗнӗрен йӑла ан кӑларӑр. | Ҫӗнни — Кивви |
5953 | Атта пӑрахассӑм ҫук теекенӗн кайран ҫӑпати те пулман. | Ҫӗнни — Кивви |
5954 | Аттӑна тӑхӑн та, ҫӑпатана та кӑларса ан пӑрах. | Ҫӗнни — Кивви |
5955 | Ӗлӗкхи пӗттӗр, ҫӗнӗрен пултӑр. | Ҫӗнни — Кивви |
5956 | Кӗрӗкӗн виҫ пӗрчӗ ҫӑмӗ пулсан та ҫӗнӗ сӑхманран ӑшӑрах тенӗ. | Ҫӗнни — Кивви |
5957 | Кив аҫамӑн ӑшши ҫук. | Ҫӗнни — Кивви |
5958 | Кив кӗрӗк ҫӗннине сыхлать тет. | Ҫӗнни — Кивви |
5959 | Кив пӳрте пӑсиччен ҫӗннине ларт. | Ҫӗнни — Кивви |
5960 | Кив ҫӑкӑр-тӑвар манӑҫ пулать. | Ҫӗнни — Кивви |
5961 | Кив ҫӑпата та мӑшӑрлӑ пулать. | Ҫӗнни — Кивви |
5962 | Кив хӑнаран сивӗнме каламан. | Ҫӗнни — Кивви |
5963 | Кивви ҫӗннине упрать. | Ҫӗнни — Кивви |
5964 | Кивви хирӗҫет, ҫӗнни ҫӗнтерет. | Ҫӗнни — Кивви |
5965 | Киввин тымарӗ вӑйлӑ. | Ҫӗнни — Кивви |
5966 | Кивелнӗ хӗр ватӑлмасть. | Ҫӗнни — Кивви |
5967 | Кивӗ йӑла хӑтлӑхӗнче ҫӗнӗ йӑла ҫуралать. | Ҫӗнни — Кивви |
5968 | Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине сыхлать. | Ҫӗнни — Кивви |
5969 | Кивӗ кӗрӗке ҫӗн кӗрӗк хакӗ памаҫҫӗ. | Ҫӗнни — Кивви |
5970 | Кивӗ пулсан та ҫӗтӗк ан пултӑр. | Ҫӗнни — Кивви |
5971 | Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр. | Ҫӗнни — Кивви |
5972 | Кивӗ ҫӑвара ҫӗнӗ хурҫӑ. | Ҫӗнни — Кивви |
5973 | Кивӗ ҫула пӑрахса ҫӗнӗ ҫула тума каламан. | Ҫӗнни — Кивви |
5974 | Кивӗ тӑван кивелтӗр, ҫӗнӗ тӑван ҫӗнелтӗр. | Ҫӗнни — Кивви |
5975 | Кивӗ тӗне манма хӗн. | Ҫӗнни — Кивви |
5976 | Кивӗ тус икӗ ҫӗннинчен аван. | Ҫӗнни — Кивви |
5977 | Кивӗ усалтан ҫӗнӗ ырлӑх ан кӗт теҫҫӗ. | Ҫӗнни — Кивви |
5978 | Порҫӑн тоттӑр йӑпӑрки ҫӗнӗ чох ҫыхни килӗшет. | Ҫӗнни — Кивви |
5979 | Ҫӗн ҫӑпатан та хытти пур. | Ҫӗнни — Кивви |
5980 | Ҫӗнӗ арӑм ҫӗр арӑма тӑрать, анчах часах кивелет. | Ҫӗнни — Кивви |
5981 | Ҫӗнӗ кашӑк алӑран тухмасть, кивӗ кашӑк выртса ҫӳрет. | Ҫӗнни — Кивви |
5982 | Ҫӗнӗ кӗпе ҫӳпҫере, кивӗ кӗпе кипкерӗ. | Ҫӗнни — Кивви |
5983 | Ҫӗнӗ кӗрӗк ҫӗлетсен киввине утса ан яр. | Ҫӗнни — Кивви |
5984 | Ҫӗнӗ муллан та Коран кӗнеки киввиех. | Ҫӗнни — Кивви |
5985 | Ҫӗнӗ пурнӑҫ малаллах. | Ҫӗнни — Кивви |
5986 | Ҫӗнӗ пус алт та, кивӗ пусса ан сыс теҫҫӗ. | Ҫӗнни — Кивви |
5987 | Ҫӗнӗ ҫӑпата тӑвасси саплассинчен ҫӑмӑлрах. | Ҫӗнни — Кивви |
5990 | Ҫӗнӗ ҫимӗҫ, кив ҫӑвар теҫҫӗ. | Ҫӗнни — Кивви |
5988 | Ҫӗнӗ телей шыра та, киввине те ан ҫухат. | Ҫӗнни — Кивви |
5989 | Ҫӗнӗ туса авалхи ҫитмен. | Ҫӗнни — Кивви |
5991 | Ҫӗнӗ япала чуна савӑнтарать. | Ҫӗнни — Кивви |
5992 | Ҫӗнӗлӗхе ҫичӗ кун, кивӗлӗхе пӗр эрне. | Ҫӗнни — Кивви |
5993 | Ҫӗнӗлӗхе ҫичӗ кун, хӑналӑха тӑхӑр кун. | Ҫӗнни — Кивви |
5995 | Ҫӗнӗрен пуртӑ аври лартсан киввине утса ан яр. | Ҫӗнни — Кивви |
5994 | Ҫӗнӗрен ҫуралса пурӑнсан та ӑса кӗрсе пӗтеймӗн. | Ҫӗнни — Кивви |
5996 | Ҫӗнни вӑрҫса кӗрет теҫҫӗ. | Ҫӗнни — Кивви |
5997 | Ҫӗнни ҫӗтӗлтӗр, ҫан-ҫурӑм юлтӑр. | Ҫӗнни — Кивви |
5998 | Ҫӗнни те ҫӗнӗпе тӑмасть, хитри те хитрипе тӑмасть. | Ҫӗнни — Кивви |
5999 | Ҫӗнни яланах илемлӗ курӑнать. | Ҫӗнни — Кивви |
6000 | Ҫӗрӗк тавара суккӑр купца. | Ҫӗнни — Кивви |
6001 | Ҫӗрӗк таканаран усӑ ҫук. | Ҫӗнни — Кивви |